Владимир Табаков юрă та кĕвĕлет, концертсем те йĕркелет, "Волга" машинăсене те чуптарать

Владимир Табаков юрă та кĕвĕлет, концертсем те йĕркелет, "Волга" машинăсене те чуптарать

«Хăнасем малтан шыв сыпнă пек лараççĕ. Веçех хăвăн «туртмалла». Купăс каланисĕр пуçне юрламалла та. Кăштах хĕреççĕ те уçăлса каяççĕ: пуçлаççĕ савăнма, киле кайма вăхăт çитет — вĕсем çаплах юрлаççĕ-ташлаççĕ. Хăшĕ-пĕри юрă кĕнеки чиксе пырать. Нихăçан та пăрахса тухса каймастăп. «Мĕнле ывăнмастăн эсĕ?» — теççĕ. Хут купăса нихăçан та ларса каламастăп. Пукан та лартса параççĕ. Тăрса каласа, пĕрле юрласа-ташласа ертсе пырсан чăн-чăн уяв пулать. Пĕррехинче пĕр арçын, хĕрĕнкĕскер, ташланă чухне хĕрсене кашнине çĕклесе çаврăнчĕ те юлашкинчен хăй йăванса кайрĕ. Кулăшла самантсем те пулман мар»,

 – аса илет Владимир Михайлович. 

 

Вăрмар округĕнчи Кавалта ачасене музыка предметне 40 çул вĕрентекен ăста купăсçă çинчен "Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче вуласа пĕлме пулать.