«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцие хутшăнатпăр!

«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцие хутшăнатпăр!

     Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çулçитнине халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхӗн 3-30-мӗшӗсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи е Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсем çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» (https://vk.com/club201526545) «Чăваш наци конгресĕ» (https://vk.com/club73439225) ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. Роликсене палăртнă адрессемпе вырнаçтарсан кашни хутшăнакана сертификат парса чыслаççĕ.