Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ- Чăваш чĕлхи кунĕ.
Шкулта ĕçлекенсем те, вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те «Пĕтĕм чăваш
диктанчĕ-2022» акцие питĕ хастар хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне,
чăвашла йăнăшсăр çырассине, чарăну паллисене тĕрĕс лартассине тĕрĕслерĕç. Пурĕ
20 çын хутшăнма кăмăл турĕ çак акцине, вĕсен
йышĕнче 5 вĕрентекен. Çак кунах «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс иртрĕ. 2- 9 -мĕш
класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ станцисенче кăтартрĕç. Ку
конкурсра кĕçĕн класра вĕренкенсем питĕ активлă пулнине
палăртмалла. Ака уйăхĕн 19 мĕшĕнче 7-9 класра
вĕренекенсем мухтавлă ентешсене халалласа «Кам-ха вăл мухтавлă ентеш?» ятлă
сочинени çырчĕç. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче районти, ялти мухтавлă ентешсене
пĕлнине, вĕсен пултарулăхпе савăннине, мухтаннине палăртрĕç.
Чылайăшĕ сочинени темине лайăх уçса панă. Семенова Есения (9 кл.) , Чубарова Анна (9 кл.) çырнă ĕçĕсем тарăн шухăшлă пулнине
палăртрĕç жюри членĕсем. Саккăрмĕш класс ачисем «Савнă
ен -Чăваш ен» экскурсире пулса курчĕç. Чăваш çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă
çынсем пурăнаççĕ. Вĕрентекен ачасене мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен çепĕç чĕлхипе,
сăпайлăхĕпе палăрни, Чăваш республикинче нумай паллă çын – писательсемпе
поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿсни çинчен
каласа пачĕ. Урокра вĕсем Чăваш енĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе килчĕç, интереслĕ
вăйăсем вылярĕç, кроссвордсен, ребуссен хуравĕсене тупрĕç, чăвашран тухнă сумлă
çыннисене аса илсе вĕсен мухтавлă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Ака уйăхĕн
23-мĕшĕнче 5-8 классемпе
«Анлăн янăра, чăваш чĕлхи» ăс-тăн вăййи питĕ хĕрÿ иртрĕ. Ку конкурсра 8 классем хастар хутшăнчĕç. Чи
маттурисем Валерия Алексанрова, Анжелика Васильева пулчĕç. Ачасем конкурссене
хавхаланса хутшăнчĕç. Чăваш
чěлхи эрнине пěтěмлетсе çапла калама пулать: чăваш
чěлхи эрни ăнăçлă та усăллă, кăсăк иртрě, кашни класс эрне хушшинче тěрлě
мероприятие активлă хутшăнчě, ачасем тăван халăх пурнăçěпе, культурипе
тарăнрах паллашрěç, хăйсен пултарулăхне кăтартрěç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ковалинская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих