Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Диктант тĕрлĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлерĕç, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче панă ссылкăпа çырма пултарчĕç. Константин Доброхотов блогер вуланине Инстаграм хутшăну тетелĕнче пăхса-итлесе çырчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси,чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тěп шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Юхма Мишши çырнă «Ылтăн кĕнеке» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ текста пурте 13.00 сехетре çырчĕç. Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса чунтан шанатпăр!