Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн культурӑпа ҫутӗҫ ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекен Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне уявлаҫҫӗ. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи. Ҫавна май Кавалти тéп шкулта вӗренекенсем тĕрлě мерăприятисенче хутшăнчěç. " Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине сумлă уçрăмăр. Эрне планне çирĕплетрĕмĕр. 8-9-мěш класра вĕренекенсемпе «И.Я.Яковлев – чăваш алфавичĕн никĕслевçи» ятлă наукăпа практика конференцийĕ ирттертěмěр. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: Алексеева Карина (9кл.) – I вырăн, Семенова Есения (8 кл.) тата Чубарова Анна (8 кл.) – II вырăн, Егоров Даниил (8 кл.) – III вырăн.
«Янра, чăваш чĕлхи!» илемлĕ вулакансен конкурсне палăртрăмăр.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-6 класра вĕренекенсем хушшинче «Эпир маттур ачасем» вăйă ирттертĕмĕр. 6 классем малти вырăна çěнсе илчěç. Эпир вěсене малалла та пысăк çитěнӳсем тума сĕнетпĕр.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7-8 классем хӑйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Савăнăçлисемпе тавçăруллисен» ăмăртăвĕнче тĕрĕслерĕç. Унта 8-мĕш классем çĕнтерчĕç. Ăмăрту пурне те килĕшрĕ. Маттур!
Ака уйăхěн 22-мěшěнче 7-9 класра вĕренекенсемпе республика шайĕнче иртекен «Тăван чĕлхе – пĕлӳ чĕлхи» онлайн викторинăна хутшăнтăмăр. Унта эпир тĕрлĕ ыйтăва хуравларăмăр. Чи пултаруллисем: Егоров Даниил (8 кл.), Колсанова Юлия (8 кл.), Александрова Валерия (7 кл.), Смирнов Кирил (6 кл.) пулчĕç. Маттур, ачасем! Малашлăх пĕтĕмпех хамăртан килет.
Ака уйăхěн 23-мěшěнче 7-9 класра вĕренекенсемпе «Иван Яковлев çамрăксен чĕринче» ятлă кино куртăмăр. Кино пурне те питĕ килĕшрĕ. Çав кунах республика шайĕнче иртнĕ «Чĕрĕ сăмах» («Живое слово») конкурс çĕнтерÿçине шкулта чысларăмăр. Вăл 8 класра вĕренекен Егоров Даниил пулчĕ. Питĕ аван. Яланах çакăн пек маттур пулăр!
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акцие хатĕрлентĕмĕр. Акцие 5-9-мĕш класра вĕренекенсем тата учительсем хутшăнĕç.
Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе хастар хутшăннă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларăмăр. Çĕнĕ çитĕнӳсем тумалла пултăр. Маттур!