Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020

 

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси шутланать.  Тĕп задачи− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси.

2020 çулта Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ 

Кавал шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2020» акцине хутшӑнчӗҁ.