2-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç – 2020» конкурс ирттертĕмĕр. Вăл ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать, чăваш чĕлхин вăрттăнлĕхĕсемпе паллашма май парать, тăван чĕлхене хисеплеме, унăн илемлĕхне туйса илме хăнăхтарать. Кăçалхи конкурс йĕрки кăштах урăхларах пулчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вăтăр ыйтуран вуннăшĕ тăван ен историйĕпе тата культурипе тачă çыхăннă. Иккĕмĕшĕнчен, вăйă ыйтăвĕсене килте хуравлама юрарĕ. Пирĕн шкултан пурĕ 15 ача хутшăнчĕç. Вĕсене пурне те ăнăçу сунатпăр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ковалинская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих