Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине сумлă уçрăмăр, эрне планне çирĕплетрĕмĕр. Паян – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман. Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Çавăн пек чĕлхесен йышне чăваш чĕлхи те кĕрет. Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те шкулта «Янра, чăваш чĕлхи!» уяв ирттертĕмĕр. Ачасем сăвă каласа, юрласа-ташласа, инсценировкăсем кăтартса савăнтарчĕç. Пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ковалинская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих