Юптару инсценировкисен фестивалĕ.

   Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен тата театр çулталăкне  халалласа  районта  юптару инсценировкисен  фестивалĕ  иртрĕ.   Фестивале ачасен  тăван чĕлхене вĕренес, илемлĕ литературăна вулас туртăмне, театр ÿнерлĕхĕпе кăсăкланас  туйăмне, хăйсене сцена çинче тытма пултарас  енĕсене ÿстерес енĕпе йĕркеленĕ.  5-8-мĕш класра вĕренекенсем  чăваш чĕлхипе çырнă  юптарусене  сцена çинче кăтартса  пачĕç. Пирĕн шкултан 6 – мĕш класс ачисем хутшчĕç. Вĕсем Н.П.Ивановăн «Хур аçи» юптарăвне  лартса пачĕç. Жюри членĕсем инсценировкăсене  ачасем  тăван чĕлхепе уçăмлă, илемлĕ  калама пултарнине, вĕсен ăсталăхне,  сасăпа,  хусканупа сăнара уçса пама пултарнине, сăнара калăпласа пама костюм хатĕрленине шута илсе  хакларĕç. Приĕн ачасем  30 балл  пуçтарса 1-мĕш степеньлĕ диплама тивĕçрĕç .Эпир вĕсемпе савăнатпăр, ăнăçу сунатпăр.

 

 

 

ФОТО