Пултаруллă поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Василий Егорович Митта çуралнăранпа кăçал пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ сăмах ăстине сума суса 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕç. Литература ăмăртăвне пирĕн шкул та хутшăнчĕ. Жюри ĕçсене пăхса тухнă хыççăн викторина ыйтăвĕсене чи тĕрĕс те тулли хуравлакансене палăртрĕ. Вĕсем Шупашкара Наци библиотекине Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Аслă Арапуç юманĕ» уява хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Пирĕн шкултан вара Елена Мучукова, 8-мĕш класра вĕреннекен, ертсе пыраканĕ Авакова Н.Ю., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ковалинская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих