Чăваш чĕлхипе литература эрни

 

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине сумлă уçрăмăр. Эрне планне çирĕплетрĕмĕр. 5-6-мěш класра вĕренекенсемпе «37 пĕр тăван çĕр-шывĕнче хăнара» ĕçлĕ вăйă ирттертěмěр. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: Иванова Н.(5кл.) – I вырăн, Федоров Р. (6кл.) тата Алексеева К. (5кл.) – II вырăн, Артюкова Н. (5кл.) тата Егорова Н.(6кл) – III вырăн. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Маттур!


Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче 5-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫинине халалласа илемлĕ вулакансен конкурсне ирттертĕмĕр. Чи пултарулли, чи маттурри 5-мĕш класра вĕренекен Алексеева Карина пулчĕ. Вăл сăвă вуланине видео ÿкерсе Чӑваш халӑх сайчӗ, «Сувар» хаҫат, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» тетелти телеканалсем ирттерекен «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» конкурса ярса патăмăр. Ăнăçу сунатпăр сана, Карина!

Çав кунах çывхарса килекен уявсем ячĕпе «Чи лайăх салам открытки» конкурса палăртрăмăр.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче 6-7 класра вĕренекенсем хушшинче «Эпир маттур ачасем» вăйă ирттертĕмĕр. 6 класран – Федоров Родионпа Егорова Нелли, 7 класран Мучукова Ленăпа Григорьева Диана малти вырăнсене çěнсе илчěç. Эпир вěсене малалла та пысăк çитěнӳсем тума сĕнетпĕр.


Нарăс уйăхěн 9-мěшěнче 8-мĕш класра вĕренекенсемпе В. И. Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «В. И. Чапаев пурнăçĕпе пултарулăхне пĕлетĕр-и?» викторина ирттертĕмĕр. Пултаруллисем Яковлев Д., Чубуков И. тата Гурьев Д. пулчĕç.


Нарăс уйăхěн 10-мěшěнче 9 классем хӑйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Чи пултаруллисемпе тавçăруллисем» ăмăртăвĕнче тĕрĕслерĕç.. Унта Сапожников Костя çĕнтерчĕ. Ăмăрту пурне те килĕшрĕ. Маттур!

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Чи лайăх салам открытки» пултарулăх ĕçĕсен конкурсне тишкерсе тухрăмăр. 5-7 класра – Артюкова Н, Алексеева К., Иванова Н., Мучукова Е., 8-9 класра – Чубуков И., Сапожников Костя çĕнтерÿçĕсем ятне çěнсе илчěç. Питĕ аван. Яланах çакăн пек маттур пулăр!

Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе хастар хутшăннă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларăмăр. Çĕнĕ çитĕнӳсем тумалла пултăр. Маттур!