Чăваш чĕлхипе литература эрнинче ирттернĕ ĕçсем

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине сумлă уçрăмăр. Эрне планне çирĕплетрĕмĕр. 8-9-мěш класра вĕренекенсемпе  « Н.И.Ашмарин – чĕлхе вĕрентĕвĕн никĕслевçи» ятлă наукăпа практика конференцийĕ ирттертěмěр. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: Силерова Елена (9кл.) – I вырăн, Авакова Настя (9кл.) тата Сапожников Костя (8кл.)   II вырăн, Мучукова Марина (9кл.)   III вырăн.

«Мухтав та хисеп Ĕç çыннине» пултарулăх  ĕçĕсен конкурсне палăртрăмăр.

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-6 класра вĕренекенсем хушшинче «Эпир маттур ачасем» вăйă ирттертĕмĕр. 5 класран – Федоров Родионпа Егорова Нелли, 6 класран Мучукова Ленăпа Петров Анатолий  малти вырăнсене çěнсе илчěç. Эпир вěсене  малалла та пысăк çитěнӳсем  тума сĕнетпĕр.

 

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7-8 классем хӑйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Савăнăçлисемпе тавçăруллисен» ăмăртăвĕнче тĕрĕслерĕç.. Унта 7-мĕш классем çĕнтерчĕç. Ăмăрту пурне те килĕшрĕ. Маттур!

 

 

Ака уйăхěн 22-мěшěнче 6-8 класра вĕренекенсемпе район шайĕнче итрекен «Салют, Победа!» акцие хутшăнтăмăр. Унта эпир «Салтак шăпи» видеоролик туса патăмăр, çĕнтерӳçĕсен ятне тивĕçрĕмĕр.  Çав кунах пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç – 2016»  конкурс çĕнтерÿçисене шкулта чысларăмăр. Маттур, ачасем! Малашлăх пĕтĕмпех хамăрта.

 

Ака уйăхěн 23-мěшěнче  «Мухтав та хисеп Ĕç çыннине» пултарулăх ĕçĕсен конкурсне тишкерсе тухрăмăр. 2-4 класра вěренекенсем хушшинче Алексеева Карина, 5-7 класра – Мучукова Елена, 8-9 класра -  Сапожников Костя çĕнтерÿçĕсем ятне çěнсе илчěç. Питĕ аван. Яланах çакăн пек маттур пулăр!

 

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Диктант текстне А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕнчен илнĕ. Акцие 5-9-мĕш класра вĕренекенсем тата учительсем хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе хастар хутшăннă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларăмăр. Çĕнĕ çитĕнӳсем тумалла пултăр. Маттур!