Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе,
Сана, ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
Паян, нарăсăн 7-мĕшĕнче, шкулсенче «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ. Вĕренекенсене чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕннĕ. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать. Пирěн шкултан 42 ача хутшăнчě. Пурне те ăнăçу сунатпăр!